
Мускаври ушкӑн Чӑваш Енре салтак ӑсатни ҫинчен документлӑ фильм ӳкерет. Вӗсем Етӗрне округне ҫитнӗ.
Ӳкерӳ Тури Ачак ялӗнчи этнографи комплексӗнче иртет. Режиссер – Василий Климов, операторсем – Вячеслав Калмыков тата Иван Беляев. Вӗсене Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн специалисчӗсем пулӑшаҫҫӗ.
Фильм Раҫҫей халӑхӗсен этнокультура еткерлӗхне упраса хӑварас енӗпе ӗҫлекен Пӗтӗм Раҫҫей проекчӗн пайӗ пулса тӑрӗ. Проекта В.Д. Поленов ячӗллӗ Патшалӑх Раҫҫей халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ йӗркеленӗ.
Сӑмах май, кун пек фильмсене ытти регионта та ӳкереҫҫӗ. Кинокартинӑра салтака ӑсатас йӑла-йӗркене ҫеҫ мар, халӑх вӑййисене те, арҫын ачасене воспитани памалли меслетсене те кӗртӗҫ.

Етӗрне округӗнче Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫул ҫине скутерпа тухнӑ водителе тытса чарнӑ. Унӑн права та пулман.
Ку «Никольски — Етӗрне — Нурӑс» ҫул ҫинче пулнӑ. Унта Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем мототранспорта асӑрханӑ. Руль умӗнче ларнӑ арҫыннӑн водитель прави пулманни те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Инспекторсем нумай калаҫса тӑман – йӗркене пӑснӑ арҫын тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ. Халӗ унӑн куншӑн 5 пин тенкӗрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ.
Патшалӑх автоинспекцийӗ аса илтерет: водитель прави ахаль кӑна пластик карточка мар. Вӑл – ҫын вӗреннине, экзаменсем тытнине, ҫул-йӗр правилисене пӗлнине кӑтартакан документ.

Чӑваш Енре ӳстернӗ 24 пине яхӑн тӗм салата виҫӗ региона ӑсатнӑ. Пирӗн патра ӳснӗ ешӗл ҫимӗҫе Чулхула облаҫӗнче, Тутар Республикинче тата Самар облаҫӗнче пурӑнакансем тутанса курӗҫ.
Тӗрӗслев органӗн ӗҫченӗсем салата тӗрӗслеме илнӗ, лаборатори тесчӗсем тунӑ. Анализсем чӑваш салатӗнче сиенлӗ япаласем ҫуккине палӑртнӑ.
Сӑмах май, салата Етӗрне округӗнче ятарлӑ теплицӑра ӳстереҫҫӗ.

Етӗрне районӗнчи Совхознӑй поселокра агророк фестиваль иртӗ. Ӑна йӗркелекенни — Етӗрнери сӗт завочӗ. Мероприяти унти лаша заводӗнче иртӗ.
«Виҫӗ ангар — виҫӗ сцена — 8 сехет хушши татти-сыпписӗр рок янӑрӗ». Ҫапларах анонсласа ҫырнӑ ку хыпар пирки.
Программӑра Чӑваш Енри юратнӑ тата паллӑ ушкӑнсем, урӑх регионсенчи музыкантсем, «КОНЕЦ ФИЛЬМА», «ПИЛОТ», «7000$», «КУВАЛДА», «CASUAL», «БАХЫТ-КОМПОТ», «ВОЗДУХ», «БЕZ Б» ушкӑнсем.
Фестиваль программипе rockzerno.ru сайтра тӗплӗнрех паллашма пулать. Концерт 14 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗр кӗртӗҫ.

Ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Етӗрне тӑрӑхӗнче халӑхсен хушшинчи джаз фестивалӗ иртет. Унта 18 ҫултан аслӑрах ҫынсем ҫитсе курма пултараҫҫӗ.
Мероприяти Совхозный поселокӗнчи лаша заводӗнче уҫӑ тӳпе айӗнче иртӗ. Ҫывӑхрах, Сӑр юханшывӗ хӗрринче, улмуҫҫисем чечеке ларнӑ, таврара чӗрӗ юрӑ-кӗвӗ янӑрӗ…
Сцена ҫине тӗрлӗ ҫӗршыври мусӑкҫӑсем тухӗҫ: Австралири Дэн Барнет, Кубӑри Juan Orlando Band ушкӑн, ҫавӑн пекех Mr. Melvin. Раҫҫейрен вара Сергей Долженков тата MarshiMellow Orchestra квинтечӗ пулӗ.
Мероприятире ҫавӑн пекех ӗҫме дегустацийӗ, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ. Ачасем валли вылямалли лапамсем те уйӑрса парӗҫ.
Фестиваль 14 сехетре пуҫланать.

Етӗрне округӗнче пӗртен-пӗр вӑрҫӑ ветеранне Алексей Темнова Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ.
Алексей Федорович Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ, 17 ҫулта чухне ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине кайма повестка панӑ.
Вӑл Беларуҫе тата Варшавӑна ирӗкрен кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ҫапӑҫусенче пӗрре мар аманнӑ. Ҫӗнтерӗве вара Берлин ҫывӑхӗнче кӗтсе илнӗ.
Алексей Федорович Мухтав, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсене тата тӗрлӗ медале тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Етӗрне районӗнче лаша заводӗнче вӑй хума пуҫланӑ, «Сурские зори» турбазӑна та ертсе пынӑ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче ветеран 100 ҫул тултарӗ.

Ӗнер каҫхине 22 сехет тӗлӗнче Етӗрне округӗнче М-7 ҫул ҫинче пулнӑ аварире ҫамрӑк водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Авари Сучково тата Кӗҫӗн Тӳмерле ялӗсем патӗнче пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина водителӗ, 48 ҫулти арҫын, руле итлеттереймен. Хыҫран «ГАЗельпе» пынӑ 23 ҫулти водитель, Тутарстан арҫынни, ҫапӑнасран тарма хӑтланнӑ. Анчах малтан «Ниссана» пырса лекнӗ, унтан фура ҫине пырса тӑрӑннӑ. 23-ри арҫын ҫавӑнтах йывӑр сурансене пула вилнӗ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Етӗрне районӗн тӗп пульницинчен 1,5 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн. Ку – тухтӑр йӑнӑшне пула.
Истори акӑ мӗнлерех: 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнче участок терапевчӗ хӗрачан анеми пулнине палӑртнӑ та стационара выртма направлени панӑ. Тепӗр кунхине хӗре пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах икӗ талӑкра унӑн сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗслемен. Кайран вара унӑн пуҫ миминчи юн ҫаврӑнӑшӗ пӑсӑлнине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.
Ҫапла сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗслеменнине пула хӗрӗн сывлӑхӗ вӑйлах япӑхланнӑ. Ҫавна май хӗрӗн амӑшӗ прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ.

Етӗрне округӗнчи хӑйне евӗр ӑстасем, ашшӗпе ывӑлӗ, пусма татӑкӗсенчен тӗлӗнмелле илемлӗ картинӑсем ӑсталаҫҫӗ. Ашшӗн ӗҫӗсенче ӑс-хакӑл тата йӑла-йӗрке туйӑнать, ывӑлӗ вара ҫӗнӗлӗхсем шырани курӑнать. Иккӗшӗн ӗҫӗсем вара – хӑйне евӗр пӗр тӗнче.
Иван тата Михаил Семеновсен ӗҫӗсемпе унччен Етӗрне округӗнчи Тури Ачак музейӗнче паллашма май пулнӑ. Халӗ вара Шупашкарта та курав уҫӑлӗ. Вӑл Хальхи искусствӑсен центрӗнче (Президент бульварӗ, 1/15-мӗш ҫурта) пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ӗҫлӗ, «Семеновсен пусмаран хатӗрленӗ живопиҫӗ» ятлӑ пулӗ.
Курав ыран, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 16 сехетре уҫалӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.

Етӗрне районӗнчи Засурье посёлокӗнче тракторпа грузовик ҫунса кайнӑ.
Инкек нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче унти кану базинче пулса иртнӗ.
Пушар гараж боксӗнче тухнӑ. Унта урапаллӑ трактор тата грузовик пулнӑ. Вӗсене урама илсе тухса ӗлкӗреймен.
Пушар 150 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Ӑна сӳнтерме икӗ техника пырса ҫитнӗ.
